Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Авалхи чӑваш туйӗ (Илле Тукташ)

Евчӗ

Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи Хӗлип Карачӑмӗн ывӑл авлантармалла. Ҫӑварни иртсен тепӗр куннех тухса каять вӑл Шӑхасана, Утча Кӗркурийӗ пӑтне, хӗр килӗшме. Кӗркури патне тӳрех хӑй кӗмест вӑл, пӗр Ҫимун ятла палланӑ ҫынна тупать те ҫавна ярать евчӗ туса хӑтана.
Акӑ Ҫимун Кӗркури патне ҫитсе кӗчӗ. Кӗнӗ-кӗменех, тытӑнчӗ вӑл юптаруллӑн вултса калаҫма:
— Сирӗн пушмак пӑру сутлӑх пур тенине илтнӗччӗ те эп. Ҫавӑнпа килсеттӗм, — тет куҫне чеен хӗстерсе.
Килхуҫийӗ, Ҫимун мӗне шак хурса калаҫнине сисет пулин те, нимӗн пӗлмӗшех пулать-ха:
— Эпӗр выльӑх-чӗрлӗх сутасси ҫинчен никампах та калаҫман-ҫке?—тет.
— Мушӑт сирӗн Анна пӗлмест-и?—тесе ыйтать Ҫимунӗ.
— Тепле-ҫке ҫав...— тет килхуҫийӗ, кӑштах ӑнкӑрса илнӗ пек пулса.
Ҫапла юптара-юптара калаҫса, евчӗпе хӗр ашшӗ пӗрне пӗри пӗтӗмӗшпех ӑнланса ҫитеҫҫӗ. Кӗркури хӑй хӗрне епле вырӑнтан ҫураҫма килни ҫинчен тӗпчеме тытӑнать:
— Хӑш яла? Кам ачи валли?— тесе ыйтать вӑл евчӗрен.
— Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи Хӗлип Карачӑмӗн ывӑлне валли, — тет евчи.
— Пӗлетӗп, пӗлетӗп, ачине те лайӑх паллатӑп. Якку ятлӑчче пулас?—текелет хӗрӗн ашшӗ.
— Вӑт, вӑт, самай ҫавӑ илесшӗн сирӗн пушмак пӑрӑвӑра,— тет евчӗ. — Те сутӑр ӗнтӗ, те ҫук?—тет.
— Сутасси... кӑҫаллӑха тӑхтасан та юрамаллаччӗ те, ҫапах, хак килӗшсен, мӗншӗн сутас мар? — тет Утча Кӗркурийӗ, ҫаплах юптарма чарӑнмасӑр.
Ҫимунӗ вара:
— Мӗн чул ыйтӑр-ши ӗнтӗ эсир ҫав пушмак пӑрӑвӑршӑн?— тесе тӗпчет.
Кӗркури: „Ҫӗраллӑ тенкӗ!"—тет. А пушмак пӑрусем вӑл вӑхӑтри хакпа пӗтӗмпе те пилӗк тенкӗ анчах тӑнӑ. Ҫимунӗ 80 тенкӗ парать те урӑх пӗр пус та ӳстермест. Кӗркури 10 тенкӗ чакать. Анчах Ҫимун килӗшмест, калаҫса татӑлмасӑрах килне таврӑнать.
—Хӗршӗн 150 тенкӗ ыйтрӗҫ те 10 тенкине чакарчӗҫ. Эпӗ 80 тенкӗ патӑм та тек ӳстермерӗм,—тесе каласа парать вӑл Карачӑмне.
Карачӑм: „Апла пулсан, юрӗ", — тет те ҫемьипе канашлама киле таврӑнать. Тытӑнаҫҫӗ хайхисем кил-йышӗпе канаш тума:
— Пуян эрттелӗ ӗнтӗ, хӗрӗн тупри те нумай-тӑр, тата 10 тенкӗ ӳстерсе парас пулать,— теҫҫӗ.
Ҫапла майпа Карачӑм Кӗркури патне темиҫе хутчен те ярать хӑйӗн евчине. Кашни хутрах вӗсем хак ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Пӗри пӑртак чакарса пырать, тепри тепӗртак хушса пырать. Юлашкинчен, 2—3 хут ҫитсе калаҫнӑ хыҫҫӑн, кусем хулӑм укҫи пирки пӗтӗмӗшпех килӗшсе ҫитеҫҫӗ: 100 тенкӗ.
Евчи хӗрӗн ашшӗсем патне кашни хутрах чӑпӑркка тытса каять. Юлашки хут килсен, хӗре мӗн-мӗн парасси ҫинчен, туйне хӑҫан тӑвасси ҫинчен сӑмах татаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра хӗрӗ килтех пулсан—килтех пулать, килте ҫук пулсан—ӑна чӗнтереҫҫӗ. Хӗрӗ, хӑйне чӗнсен, нимӗн пӗлмесӗрех килсе кӗрет ашшӗ-амӑшӗ килне. Анчах кӗнӗ-кӗменех ӑна евчӗ: „Ҫак чӑпӑрккаран ан уйрӑл!" тесе, виҫӗ хутчен ҫапать те, чӑпӑрккине, ҫураҫма киличчен, заклад вырӑнне, ҫавӑнтах пӑрахса хӑварать. Хӗр вара хӑйне качча парассине пӗлсе, йӗрме тытӑнать.

Хӗр ҫураҫни

Утча Кӗркурийӗсем, Хӗлип Карачӑмӗсем хӗр ҫураҫма килнӗ ҫӗре, пӗр вунӑ витре сӑра туса тата тепӗр 2 четверть эрех илсе хураҫҫӗ. Тӗрлӗрен апат-ҫимӗҫсем хатӗрлеҫҫӗ. Ӑсанас кун ҫитсен, Хӗлип Карачӑмӗ тарантас кӳлет те, ачин хреснашшӗпе хӗреснамӑшне (е, вӗсем ҫук пулсан, хӑйне ҫывӑх тӑванӗпе арӑмне) лартса, хӗр ҫураҫма тухса каяҫҫӗ. Кусем те хӑйсем енчен 2 четверть эрех илнӗ. Ҫитеҫҫӗ Шӑхасана. Малтан каллех евчӗ Ҫимун патне кӗреҫҫӗ, хуҫан хатӗрӗ-хӗтӗрӗ ҫитнӗ пулсан ҫеҫ ун патне куҫаҫҫӗ. Кӗркури вара хӑй ратни-хурӑнташӗсем патне хӗр эрехӗ ӗҫме тесе чӗнме ярать. Ратнисем пухӑнса ҫитеҫҫӗ те сӗтел ҫине ӗҫме-ҫимеллисем хатӗрлесе лартаҫҫӗ, пӗр пуҫламан ҫӑкӑр кӑларса хураҫҫӗ, хӑнисене сӗтел хушшине кӗртсе лартаҫҫӗ. Карачӑм кӑсъинчен 50 тенкӗ укҫа кӑларать те, никама кӑтартмасӑр хутпа чӗркесе, пуҫламан ҫӑкӑр ҫине хурать. Вара эрех пуҫлаҫҫӗ те икӗ. хӑта пӗрне пӗри тав туса ӗҫеҫҫӗ, тӑхлачисене параҫҫӗ, унтан кайран йӗркерен пур ратни-хурӑнташӗсене те ӗҫтерме тытӑнаҫҫӗ. Ӗҫсен-ӗҫсен, килхуҫийӗсем пӑтӑ пӗҫерсе лартаҫҫӗ, хӑтисене сӗтел пуҫне тӗпел енне ларма ыйтаҫҫӗ. Вара хӗрӗн инкӗшӗ хӗр хатӗрлесе хунӑ япаласене илет те парне пама тытӑнать: Карачӑм чӗрки ҫине 3 аршӑн кӗпе пӳлӗх пир хурать, Якку хреснашшӗн чӗрки ҫине каллех кӗпе пӳлӗх пир хурать. Парне илекеннисем хӗре сӑра курки ӑшне парне укҫи яра-яра параҫҫӗ (кам мӗн чухлӗ парас тет, ҫавӑн чухлӗ). Хӗрӗ сӑрине ӗҫсе ярать, укҫине курка тӗпӗнчен алли ҫине силлесе илет. Кун хыҫҫӑн, хӗр ҫураҫма килнӗ хӑтасене пӑтӑ ҫиме лартаҫҫӗ. Хӑтисем пӑтӑ ҫисе тухаҫҫӗ те киле тухса каяҫҫӗ.
Хӑнисем саланнӑ хыҫҫӑн, Кӗркури ҫӑкӑр ҫине хутпа чӗркесе хунӑ укҫана илет те салтса пӑхать.
— Аллӑ тенкӗ хӑварнӑ иккен. Тата аллӑ тенкӗ юлать, — тет вӑл хӑй ӑшӗнче.
Ҫӑварни иртсен ҫураҫса хунӑ хӗр Ҫимӗкчен ашшӗ-амӗш килӗнчех пурӑнать: тум таврашӗсем тӑвать, качча каймалли япаласем хатӗрлет.

Кучченеҫ улӑштарни (пӑлчав)

Ҫимӗк ҫитесси пӗр эрне ытларах юлсан, Карачӑм лаша кӳлсе тӑрантасӗ ҫине арӑмне лартать те хӑтисем патне „пӑлчав" илме каять. („Пӑлчав" тесе кучченеҫ улӑштарнине калаҫҫӗ.) Карачӑм хӑй килӗнчен пӗр виҫӗ витре сӑра тата ҫур тырринчен пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫсем илсе каять. Кусем пырса ҫитсен, Кӗркури кучченеҫ сӑри ӗҫме хӑйӗн ялти ратни-хурӑнташӗсене пуҫтарать. Ӗҫкелесе ҫикеленӗ хыҫҫӑн, Кӗркурипе Карачӑм туй хӑҫан пуҫланасси тата ачисене хӑҫан венчете кӗртесси ҫинчен калаҫса татӑлаҫҫӗ. Вара, ӗлӗкхи пекех, Карачӑмпа арӑмне кӗпе пӳлӗх пирпе сурпан, кӗрӳ валли—вӗҫне чӗнтӗр тытса тӗрлесе тунӑ 2 чӑпар тутӑр парса яраҫҫӗ (вӗсене „кӗрӳ тутри" теҫҫӗ). Карачӑмсене хӑтисем хӑйсем малтан илсе килнӗ пичкепех сӑра тултарса парса яраҫҫӗ тата ҫур тырринчен пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫсем те параҫҫӗ. Карачӑм килне таврӑнать те, кучченеҫ сӑри ӗҫме тесе, хӑйӗн ратни-хурӑнташӗсене пухать, ҫавӑн чухне вара туй хӑҫан пуҫланасси ҫинчен каласа парать.

Венчет туни

Кучченеҫ сӑри хыҫҫӑн, каччӑ енчен те, хӗрӗ енчен те туй валли сӑра туса, апат-ҫимӗҫсем пӗҫерсе хатӗрлеҫҫӗ. Пӑлчав илсе килсен, Карачӑм ывӑлӗ Якку тарантас кӳлет те, хӑй ҫумне хӑй пек ҫамрӑк ача лартса, тӳрех чиркӳ умне каять (венчете кӗме). Ҫав вӑхӑтра хӗрӗн инкӗшӗпе пиччӗшӗ те хӗре лартса ҫитеҫҫӗ. Ашшӗсем, пупсемпе килӗшсе, венчет тунӑшӑн укҫине тӳлесе хунӑ ӗнтӗ. Вара пупсем чиркӗве пыраҫҫӗ те хӗрпе ачана венчет туса яраҫҫӗ. Венчет тусан, хӗрсем хӑйсен килне таврӑнаҫҫӗ, каччи хӑй килне таврӑнать.

Арҫын туйӗ пуҫтарӑнни. Кӗрӗве тумлантарни

Венчетрен таврӑнсан 4—5 кун иртет. Ыран вырсарникун тенӗ чух, кӑнтӑрласем сулӑнсан, Карачӑм ватӑрах ҫынсене пухать те ӗҫкӗ ӗҫме пуҫлать. Ҫак малтанхи ӗҫкӗре мӑн кӗрӳпе туй пуҫӗ те пулаҫҫӗ. Кун каҫ еннелле сулӑнсан, икӗ ачана юланут утлантараҫҫӗ те тивӗҫлӗ ҫынсене туя хӑвалама кӑларса яраҫҫӗ. Ютри хӑнасене туя килме малтанах чӗнсе хунӑ. Тата каҫпарахпа 4—5 ҫын пӗр витре сӑра илеҫҫӗ те туя чӗнме тепӗр хут тухса каяҫҫӗ. Кама чӗнеҫҫӗ—ҫавна пӗр курка сӑра ӗҫтерсе хӑвараҫҫӗ. Каҫ сӗме ӳкнӗ ҫӗре туй ҫыннисем пуҫтарӑнса ҫитеҫҫӗ те тумтирсем усракан пушӑ кӗлете кӗрӳ тумлантарма тухаҫҫӗ. Кунта сӑри-эрехӗ те, апат-ҫимӗҫӗсем те пурте пур; купӑс калаканӗсем те ҫавӑнтах ҫӳреҫҫӗ-ха. Кӑшт тӑрсан, Яккӑвӑн хӑйне тачӑ инкӗшӗ пырать те, ӑна тенкел ҫине лартса, тумлантарма тытӑнать: ҫӳҫне ҫаврашкалатса касса илемлетет (ӗлӗк ҫӳҫсене йӗри-тавра ҫаврашкалатса каснӑ), ҫине халат тӑхӑнтартать, ун ҫинчен симӗс е кӑвак пысӑк пиҫиххи ҫыхса ярать, ҫав пиҫиххи ҫинчен чӗнтӗр вӗҫлӗ кӗрӳ тутрине икӗ аяккинчи кӑсъисем таран, тӗрленӗ пуҫӗсем усӑнса тӑмалла туса, йӑлмакласа ярать, тепӗр тутрине сылтӑм кӑсъине чикет те каллех вӗҫӗсене усӑнса тӑмалла тӑвать. Кун хыҫҫӑн кӗрӳ инкӗшӗ пурҫӑнпа ҫӳлелле тӗрлесе тунӑ пӗчӗкрех тӑваткал тутӑр илет те (ӑна „ҫулӑк" теҫҫӗ), хутлатса виҫӗ кӗтеслӗ туса, ҫурӑмӗ ҫине виҫӗ ҫӗртрен чиксе-туртса ҫӗлесе ярать. Унтан пуҫӗ ҫине пысӑк шурӑ крымски ҫӗлӗк тӑхӑнтартать, аллине чӗн саламат тыттарать. Вара пукан ҫине минтер хурать те Яккӑва ҫавӑнта ларма хушать. Якку малтан хӑй ларас минтерне аллинчи саламачӗпе виҫӗ хутчен хӗреслӗн туртса ҫапать, унтан тин пырса ларать. Вара кӗрӳ тумлантарас йӗрке ҫакӑнпа пӗтрӗ те.
Кун хыҫҫӑн арҫын туй йӗркийӗсем пуҫланса каяҫҫӗ. Вӑйӑҫӑ ташӑ-юрӑ кӗввисем калама тытӑнать, мӑн кӗрӳ ташӑ пуҫласа парать, ун хыҫҫӑн кӗҫӗн кӗрӗве ташлама хушаҫҫӗ. Унтан вара пурте ташлама-юрлама тытӑнаҫҫӗ. Чӑн кӗрӳ ни ташламасть, ни юрламасть,—хӑй ҫумӗнчи ҫынсене хушса кӑна ларать, — ташлӑр, юрлӑр! — тесе. Вара кӗлетре пурте пӗрер ташлаҫҫӗ те пӳрт умне пухӑнаҫҫӗ. Пӳрте тӑруках кӗмеҫҫӗ, пӳрт умӗнче кӑштах чарӑнса тӑраҫҫӗ.
Мӑн кӗрӳ алӑк умӗнче такмак калама пуҫлать:
— Ну, атте-аннесем, асатте-асаннесем, ларӑр вырӑнӑра, ҫав ырлӑхлӑ ӗҫсене эсир пире тутарнӑшӑн эпир сире кӗрсе пуҫҫапас тетпӗр, — тет.
Вара ваттисем кашниех алла пӗрер курка сӑра тытса, кӗрекене лараҫҫӗ те: — Атьӑр, кӗрӗрех,— теҫҫӗ.
Туй ҫыннисем пӳрте кӗрсе ваттисем умне чӗркуҫленсе лараҫҫӗ. Вара мӑн кӗрӳ, чӑн кӗрӳшӗн сӑмах илсе, ҫапла калать:
— Ну, атте-анне, пеххилӗр мана, эсир мана эпӗ пӗчӗкҫӗ ача чухне кипкепе чӗркесе ӳстертӗр, хӑвӑр ӗҫленӗ пек ӗҫе вӗрентрӗр, халӗ тата мӑшӑрлантарма шухӑшларӑр. Ну, атте-анне, халӗ ӗнтӗ пиллӗр мана, эпӗ сирӗнтен уйрӑлатӑп. Анчах та уйрӑлмастӑп сирӗн пурнӑҫӑртан, уйрӑлатӑп эсир ҫӗлесе парас кӗпе-йӗмрен анчах. Малашне эп вӑл кӗпе-йӗме сиртен ыйтас вырӑнне хамӑн сирӗн патӑра килсе кӗрес арӑмӑмран ыйтма тытӑнӑп, — тет.
Вара ваттисем пиллеме тытӑнаҫҫӗ. Сӑмахӗсем ак ҫаксем:
— Ну, ачам, пиллӗхлӗ пулӑр, лайӑх пурнӑҫпа ватӑличчен пурӑнӑр, тулли пурнӑҫлӑ, ырӑ ача-пӑчаллӑ, выльӑх-чӗрлӗхлӗ пулӑр; хӑвӑр хушӑрта килӗшӳллӗ пурӑнӑр, ватӑ ҫынсене ан манӑр. Ватта курсан — ватӑ пек пулӑр, ҫамрӑка курсан — ҫамрӑк пек пулӑр. Хир пек аслӑ пулӑр, вӑрман пек пуян пулӑр. Ял-йышпа, кӳршӗ-аршӑсемпе килӗшӳллӗ пурӑнӑр.
Кун хыҫҫӑн сӗтел хушшинче ларакан ватӑсем аллинчи куркисене пӗрне пӗри тав туса ӗҫеҫҫӗ те, — ну, тӑрӑр ӗнтӗ, ҫитӗ, — тесе, ачисене тӑма хушаҫҫӗ.
Мӑн кӗрӗве, чӑн кӗрӗве тата кӗҫӗн кӗрӗве, кирек ӑҫта пырсан та, сӗтел хушшине лартаҫҫӗ, чӑн кӗрӳ айне, хуть те ӑҫта пырсан та, минтер хурса параҫҫӗ. Вӑл минтерӗ ҫине яланах саламатпа хӗреслӗ ҫапса ларать. Вӗсем ҫумне туй ҫыннисем ретрен ларса тухаҫҫӗ.
Хуҫа килӗнче малтан каллех мӑн кӗрӳпе туй пуҫӗ ташласа параҫҫӗ. Вӗсем хыҫҫӑн, кам ташлас тет, пурте юрлама-ташлама тытӑнаҫҫӗ — пӗччен ташлать-и, е арҫынпа хӗрарӑм мӑшӑрланса тӑрса ташлаҫҫӗ-и, — пурпӗрех. Ыттисем пурте алӑ ҫупса тӑраҫҫӗ.
Туй юррине каллех мӑн кӗрӳ пуҫласа парать. Вӑл ҫапла пуҫлать:

Пирӗн ача маттур, ай, Якку пур,
Пирӗн ача маттур Якку пур,
Ырӑ кӑна кинҫӗм Анна пур.

Ун хыҫӗнчен туй ҫыннисене кирек кама та хуть те мӗнле сӑвӑ та каласа юрлама юрать.
Хуҫа килӗнчен хӑта килне тухса кайиччен туй ҫыннисене апат лартаҫҫӗ. Апат ҫисе тӑрансан, тӗп хуҫана тата тепӗр хут вырӑна лартса пуҫҫапаҫҫӗ. Хуҫапа арӑмӗ туй ҫыннисене ҫапла пиллесе яраҫҫӗ:
— Лайӑх ӗҫсе-ҫисе савӑнса ҫӳрӗр. Пыл ҫулӗпе кайса, ҫу ҫулӗпе килӗр. Хӗрӗхӗн кайса, хӗрӗх пӗррӗн пулса килӗр!
Пуҫҫапса тӑрсан, мӑн кӗрӳ ҫак такмака калать:
— Туя тукмак йӑваннӑ, теҫҫӗ. Ача пурри ача йӑтӑр, ача ҫукки тукмак йӑтӑр, ачи-пӑчи—кӳмепе, ватти-хӗтти — туяпа; йӗм тӑхӑнӑр та сарӑ ҫыхӑр, кӗпине лерен калаҫнӑ. Урапа утакан, кутпа шӑвакан, атьӑр пурте пирӗнпе туя! — тет.
Унтан пурте пӗр хуҫа килӗнчен тухса каяҫҫӗ вара. Ялта ҫӳренӗ чух ҫуранах ҫӳреҫҫӗ. Кашни киле пырса кӗмессеренех мӑн кӗрӳ такмак калать. Вӑл такмакӑн сӑмахӗсем кӗскереххӗн ак ҫапла:
— Салам-алик, тав сие! Ӗҫетре, ҫиетре, вылятра, кулатра, пире хапӑл тӑватра? Эсир хапӑл тусан, эпир хапӑл. Аслӑ Ҫӗрпӳел пуянӗ Карачӑм ывӑлне авлантарать, Шӑхасан пуянӗ Кӗркури хӗр парать. Чӑн-и, суя-и ҫак сӑмах,—эпир ҫавсен чысӗпе ӗҫсе-ҫисе савӑнса ҫӳретпӗр. Хапӑл туса яма кӑмӑл пулӗ-ши, хуҫасем?
Хуҫи: „Атьӑр, кӗрӗрех, кӗрӗрех!" тет те, туй ҫыннисем пурте шалалла кӗрсе каяҫҫӗ. Мӑн кӗрӳ ҫак такмака кашни киле кӗмессеренех калать. Туй ҫыннисем пӗрмаях юрлаҫҫӗ. Ак вӑл юрӑсем:
Пирӗн ача маттур, ай, Якку пур,
Пирен ача маттур Якку пур,
Ырӑ кӑна кинҫӗм Анна пур.

Аннана та укҫа, яй, патӑмӑр,
Аннана та укҫа патӑмӑр,
Яккӑва та кӗрӳ турӑмӑр.

Ӗнтӗ оп! тӑвар та, ай, коп! Тӑвар,
Ӗнтӗ, оп! тӑвар та, коп! Тӑвар,
Пуян хӗрне илсе кин тӑвар.

Мӗншӗн каяс Юхман, ай, пасарне,
Мӗншӗн каяс Юхман пасарне,
Вӗтӗ шӑллӑ тура илмесен?
Мӗншӗн ӳсес маттур йӗкӗт пулса,
Мӗншӗн ӳсес маттур, ай, пулса,
Хамӑр савнисене илмесен?

Шап-шарах та тенкӗ, ай, патӑмӑр,
Шап-шарах та тенкӗ патӑмӑр,
Сӗтелӗх те ури тайличчен.
Мӗнчул шурӑ парне, ай, парӗ халь,
Мӗнчул шурӑ парне парӗ халь
Хурама та кашти авниччен?

Чӑпар куккук ятӑм эп пахчана,
Чӑпар куккук ятӑм пахчана
Панулми ҫеҫкисе(не) суйлама.
Хура куҫма ятӑм эп ял ҫине,
Хура куҫма ятӑм ял ҫине
Савнӑ сарӑ хӗрсе(не) суйлама.

Йӑранӗ-йӑранӗ ешӗл сухан,
Йӑранӗ-йӑранӗ ешӗл сухан,
Ҫиеесчӗ ҫиес килнӗ чух.
Хамӑр савнӑ сарӑ, ай, хӗрсене,
Хамӑр савнӑ сарӑ хӗрсене
Кураясчӗ курас килнӗ чух.

Тӑп-тӑваткӑл пахча, улма пахчи,
Тӑп-тӑваткӑл пахча, улма пахчи,
Хӗрлӗ улми ӑҫта пиҫет-ши?
Эпирех те савнӑ, ай, сарӑ хӗр,
Эпирех те савнӑ сарӑ хӗр
Ӑҫта вырӑн сарса выртать-ши?

Мӗншӗн юрламастӑр, ай, ачисем,
Мӗншӗн юрламастӑр, ачисем,
Ҫирӗн юрлассӑра кам пӗлмест?
Йӑпататӑр япшар, ай, чӗлхепе,
Илӗртетӗр хура тутӑрпа;
Эп мӗн тӑвап хура, ай, тутӑрпа,
Эп мӗн тӑвап хура тутӑрпа?
Кӳр тутуна пӗрре чуптӑвам.

Шурӑ кайӑк тарчӗ, ай, куртӑра,
Шурӑ кайӑк тарчӗ, куртӑра?
Ут утланса хыҫран хӑврӑра?
Ҫӗрпӳ туйӗ килчӗ, ай, куртӑра?
Ут утланса хыҫран хӑврӑра?
Ҫӗрпӳ туйӗ килчӗ, ай, куртӑра,
Ҫӗрпӳ туйӗ килчӗ, куртӑра?
Еҫӗрсене пӑрахса чупрӑра?
Кунтан Ҫӗрпӳ туйӗ, ай, кайсассӑн,
Кунтан Ҫӗрпӳ туйӗ кайсассӑн,
Ӗҫӗрсене манса ан кайӑр.

Тӗппӗр кӑна тӗппӗр, ай, килтӗмӗр,
Тӗппӗр кӑна тӗппӗр килтӗмӗр,
Тӗслӗрен те курӑк тӗпретсе.
Шӑнкӑр кӑна шӑнкӑр, ай, килтӗмӗр,
Шӑнкӑр кӑна шӑнкӑр килтӗмӗр,
Ӑшӑ ыйӑхсене вӑратса.

Шап-шур иккен ҫырлан, ай, ҫеҫкисем,
Шап-шур иккен ҫырлан ҫеҫкисем
Атӑлпала Сӗве хушшинче.
Илемлӗ иккен хӑтан, ай, туйӗсем,
Илемл(ӗ) иккен хуҫан туйӗсем,
Ырлӑхпала пурлӑх хушшинче.

Ытла тӑррӑн-тӑррӑн, ай, лармашкӑн,
Ытла тӑррӑн-тӑррӑн лармашкӑн
Тӑрнех те чӗппи мар эпир.
Ытла шӑппӑн-шӑппӑн, ай, лармашкӑн,
Ытла шӑппӑн-шӑппӑн лармашкӑн
Шӑпчӑках та чӗппи мар эпир.

Чие кӑна чие, ай, тееҫҫӗ,
Чие кӑна чие тееҫҫӗ,
Чие авринчен пӗкӗ аваҫҫӗ.
Пӗккийӗсем начар, ай, пулсан та,
Ҫапах чие пӗкки тееҫҫӗ.
Пире чухӑн, чухӑн, ай, тееҫҫӗ,
Пире чухӑн, чухӑн тееҫҫӗ.
Эпӗр хамӑр чухӑн, ай, пулсан та,
Ратнийӗсем пуян, тееҫҫӗ.

Ал(ӑ)к умӗнчи улма, ай, йывӑҫҫи,
Ал(ӑ)к умӗнчи улма йывӑҫҫи,
Улмийӗсем ҫук-тӑк мӗн усси?
Ӑсла кӑна туса, хӑмла ярса,
Ӑсла кӑна туса, хӑмла ярса
Юрламасӑр ӗҫни мӗн усси?

Тупата та туршӑн, ай, туй матки;
Тупата та туршӑн туй матки,
Ыран эпӗ пулӑп кил матки.

Хӗрӗхӗн каятпӑр, ай, хӗр илме,
Хӗрӗхӗн каятпӑр хӗр илме,
Хӗрӗх пӗрӗн пулса килӗпӗр.

Вырӑсла та ҫӳҫме эп кастартӑм.
Вырӑсла та ҫӳҫме кастартӑм,
Аршӑн ҫурӑ ука яртартӑм;
Ҫакӑ Шӑхасансен, ай, хӗрсене,
Ҫакӑ Шӑхасансен хӗрсене
Ҫухрӑм ҫурӑ хыҫран чуптартӑм,
Сутка ҫурӑ куҫран эп пӑхтартӑм,
Сутка ҫурӑ куҫран эп пӑхтартӑм,
 Эй-лю — кӑнам иккен, ай-хай-лю.

Вӑрманта та ҫӑкан, ай, хӑвӑл пур,
Вӑрманта та ҫӑкан хӑвӑл пур.
Ташлакансен юрлас кӑмӑл пур,
Юрлакансен ташлас кӑмӑл пур.

Вуниккӗн те тӑрса, ай, ут ҫулсан,
Вуниккӗн те тӑрса ут ҫулсан,
Кӳмӗпӗр-ши ҫаран илемне?
Пурте харӑс тӑрса, ай, юрласан,
Пурте харӑс тӑрса, ай, юрласан,
Кӳмӗпӗр-ши туйӑн илемне?

Ҫакна май тата тепӗр кана юрласан, туй халӑхӗсем хуҫа килӗн-чен тухма хатӗрленеҫҫӗ. Тухас умӗн ак ҫакӑн пек юрӑсем юрлаҫҫӗ:
Кӑвак лашасене, ай, кӳлер-и,
Кӑвак лашасене кӳлер-и,
Хӳрисе(не) ҫавӑрса тӳлер-и?
Ваттисе(не) вырӑна, ай, лартар-и,
Ваттисе(не) вырӑна лартар-и?
Ик уринчен тытса тайлар-и?
Сылтӑминчен тытса, ай, тайӑлсан,
Сылтӑминчен тытса тайӑлсан,
Укҫа ыйтать тесе ан калӑр.
Сулахайӗнчен тытса, ай, тайӑлсан,
Сулахайӗнчен тытса тайалсан,
Сума сумасть тесе ан калӑр.

Ку юрӑсене юрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн туй халӑхӗсем каччӑн ашшӗ амӑшӗсене пуҫҫапма тытӑнаҫҫӗ. Пуҫҫапнӑ чух мӗнле сӑмахсемпе пилленине маларах ҫырса кӑтартнӑ. Пуҫҫапса тӑрсан, ҫак сӑвӑсене каласа параҫҫӗ:
Атьӑр кӑна каяр, ай, каймалла,
Атьӑр кӑна каяр, ай, каймалла,
Кайӑксӑр хӑвине ҫитмелле.
Кайӑксӑр хӑвине, ай, ҫитсессӗн,
Ларса та пӗр канаш тумалла.
Ларса та пӗр канаш, ай, тусассӑн,
Хӑта-тӑхлач килне ҫитмелле.

Лашасемпе ҫула тухсассӑн, ҫакӑн пек сӑвӑласа юрласа каяҫҫӗ:
Юрттари-юрттарми, ай, пымашкӑн,
Юрттари-юрттарми пымашкӑн
Пирӗн кӳлнӗ утсем начар мар.
Юрлайи-юрлайми, ай, пымашкӑн,
Юрлайи-юрлайми пымашкӑн
Пирӗн хурӑнташсем начар мар.

Ҫапла, майӗпе арҫын туйӗ ялти хурӑнташсем тӑрӑх ҫӳресе пӗтет. Юлашки киле кӗрсен, юта тухса кайма тарантассемпе лашасем кӳле кӳле килеҫҫӗ (7 урапаран пуҫласа 9-11-13-15 урапана ҫитиччен). Кӗрӳ ҫыннисем йӗнерленӗ юланутсемпе килеҫҫӗ (7 юланутран пуҫласа 13 юланута ҫитиччен). Юланут ҫинче, хуть те ӑҫта кайсан та, чӑн хӗрринче сылтӑмра мӑн кӗрӳ пулать, ун-ҫумӗнче — чӑн кӗрӳ, виҫҫӗмӗшӗ — кӗҫӗн кӗрӳ. Ыттисене „кӗрӳ ҫумӗсем" теҫҫӗ. Юлинут ҫинче пур те арҫынсем анчах пулаҫҫӗ. Юланутлӑ туй ҫыннисем хуть те кам патне пырсан та, пӳртум карлӑкӗ умне пырса ретрен тӑрса тухаҫҫӗ. Мӑн кӗрӳ маларах асӑннӑ такмака калать. („Ӗҫетре, ҫиетре" т. м. ҫаплах). Анчах та вӑл такмак ҫумне ҫакӑн пек ҫӗнӗ сӑмахсем хушать:
— Ырӑ йытӑ та виҫҫӗ ҫаврӑнмасӑр выртмасть, эпир те виҫҫӗ ҫаврӑнмасӑр пӳрте кӗмӗпӗр, —тет. Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн йӗтем вырӑнӗ пек вырӑнта хӗвеле май виҫҫӗ ҫавранаҫҫӗ те, лашисем ҫинчен анса, лашисене кӑкарса хураҫҫӗ, хӑйсем пӳрте кӗреҫҫӗ.
Урапаллисем пӑртак маларах ҫӳреҫҫӗ. Юланутлисем вӗсем вырнаҫса ларнӑ тӗле ҫеҫ ҫитеҫҫӗ. Урапаллисенчен туй пуҫӗ малта ҫӳрет. Хапха умне ҫитсенех, ӑна алтӑрпа сӑра параҫҫӗ. Вара вӑл хӗйӗн такмакне калама тытӑнать.

Хӗр туйӗ

Хӗр туйне, арҫын туйӗ пекех, туя хӑваласа пуҫтараҫҫӗ. Ку туй та кӗрӳ тумлантарнӑ каҫах пулса иртет. Туй халӑхӗсем пуҫтарӑнкаласан, хӗре япаласем усракан кӗлете илсе тухаҫҫӗ. Кунта та, арҫын туйӗнчи пекех, сӗтел ҫинче сӑра-эрехсем, ӗҫмелли - ҫимеллисем пурте пулаҫҫӗ. Хӗре хӑйне тачӑрах инкӗш сак ҫине лартать те тумлантарма тытӑнать: пуҫне тухъя тӑхӑн-тартать, ҫакмалли кӗмӗлсене ҫакса ярать, ҫине халат тӑхӑнтар-тать, унтан шур пӗркенчӗкӗн пӗр кӗтессине 2 пус укҫа хурса, ҫиппе туртса ҫыхать те хӗр ҫине пӗркентерет. Пӗркенчӗкӗн пӗр вӗҫне вӑл хӑй ҫинех хурать.
Хӗр тӑруках йӗрме хӑнӑхаймасть, ҫавӑнпа та ӑна инкӗшӗ пуҫласа парать. Унӑн сӑввисем ак ҫапла пулаҫҫӗ:

Ах, аттеҫӗм, аттеҫӗм,
Ай-хай, ырӑ аттеҫӗм!
Ах, аннеҫӗм, аннеҫӗм,
Ай-хай, ырӑ аннеҫӗм...

Купӑс ку вӑхӑтра хӗр йӗрри кӗввипе выляса тӑрать. Инкӗшӗпе пӗрле хӗр те йӗрет. Кӑштах вӑхӑт иртсен, хӗр пӗчченех йӗрме тытӑнать. Хайӗн юрринче вӑл мӗн пур тӑванӗсене, ҫывӑх хурӑнташӗсене, тантӑшсене—пурне те асӑна-асӑна илет. Вӑл вӑхӑтра туйри хӗрсемпе каччӑсем хӗр туй юррисене юрласа ташлама тытӑнаҫҫӗ.
Хӗр туйӗнче хӗрсемпе ҫамрӑк арӑмсем ытларах пулаҫҫӗ. Кунта арҫын туйӗнчи пек пысӑк туй пуҫӗсемпе мӑн кӗрӳсем пулмаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсемех пӗрне пӗри пулӑшса йӗркене кӳрсе пыраҫҫӗ.
Кӗлетрен тухсан, хӗр туйӗ пӳрте кӗрет те хӗрӗн ашшӗ-амӑшне пуҫҫапать. Ашшӗ-амӑшӗсем пиллӗх параҫҫӗ, унтан апат ҫитерсе, ратни-хурӑнташӗсем тӑрӑх ҫӳреме кӑларса яраҫҫӗ. Хӗр туйӗ ялта 2—3 киле кӗрсе тухать те тӳрех юта тухса каять.
Хӗр туйӗнче юланутсем пулмаҫҫӗ. Вӗсем ютра ҫӳресе пӗтереҫҫӗ те каллех ялта ҫӳреҫҫӗ. Чи юлашкинчен кӗрсе вӑй-кӗлли уйӑрма хӑйсене ҫывӑхрах пӗр киле кӗмесӗрех хӑвараҫҫӗ. Хӗр туйӗнче такмак калакан та пулмасть. Хӗрне хӑйне, кашни киле ҫитмессеренех, пӳрте ҫӗклесе кӗртеҫҫӗ, тухнӑ чух та ҫӗклесех кӑларса тарантас ҫине лартаҫҫӗ.

Хӗр туйӗн юррисем

Аппаҫӑм, аппаҫӑм, ай, Анна пур,
Аппаҫӑм, аппаҫӑм та Анна пур,
Йыснаҫӑм та йыснаҫӑм Якку пур.

Ҫапахах та парса, ай, ямӑпӑр,
Ҫапахах та парса та ямӑпӑр,—
Якку йысна килсен те чармӑпӑр.
Вуник хут ҫаврӑнан, ай, ал ҫыххи,
Вуник хут ҫаврӑнан та ал ҫыххи,
Ҫиппийӗсем ҫӗрчӗҫ те—татӑлчӗ.
Аппаҫӑм, аппаҫӑм, ай, Анна пур,
Аппаҫӑм, аппаҫӑм та Анна пур,
Ҫырниех те тухрӗ те уйрӑлчӗ.

Таллим кӑна таллим, ай, таль нухрат,
 Таллим кӑна таллим те таль нухрат,
Талӗрӗнчен епле те уйӑрам-ши?
Аппаҫӑм, аппаҫӑм, ай, Анна пур,
Аппаҫӑм, аппаҫӑм та Анна пур,
Хамӑртан та епле те уйрар-ши?

Лапка кӑна лапка, ай, юр ҫурӗ,
Лапка кӑна лапка та юр ҫурӗ,
Шурӑ кайӑк тухрӗ те йӗр турӗ.
Йыснаҫӑмах, йыснаҫӑм, ай, Якку пур,
Йыснаҫӑмах, йыснаҫӑм та Якку пур,
Анна патне килчӗ те ҫул турӗ.

Кӑваках та тиха та юпах тиха,
Кӑваках та тиха юпах тиха,
Пит ҫамрӑклах кӳлес те теменччӗ.
Аппаҫӑм, аппаҫӑм, ай Анна пур,
Аппаҫӑм, аппаҫӑм та Анна пур,
Кӑҫалхи ҫул парас та теменччӗ.

Ытти сӑввисене арҫын туйӗнчи пекрехех юрлаҫҫӗ.

Арҫын туйӗ хӑта килӗнче

Хӗр туйӗ хӑйсен ялӗнче ҫӳренӗ вӑхӑтра арҫын туйӗсем те хӑйсен ялӗнче ҫӳресе пӗтерсе, хӗр ялне килсе ҫитеҫҫӗ. Малтан каллех евчӗ Ҫимун патне кӗреҫҫӗ. Мӑн кӗрӳ хӑйӗн малтанхи такмакне калать.
Ку вӑхӑтра хӗр туйӗ те ытти ратни-хурӑнташӗсем тӑрӑх васкарах ҫӳресе пӗтерсе, чи юлашки киле (вӑй-кӗлли уйӑрма палӑртса хунӑ ҫӗре) пырса кӗрет. Ун чух арҫын туйӗн ҫыннисем хӗр туйне курма пырсан, вӗсене шала кӗртмеҫҫӗ, ҫавнашкалах арҫын туйӗн ҫыннисем те хӗр туй ҫыннисене хӑйсем патне кӗртмеҫҫӗ.
Евчӗ патӗнче кӑшт тӑркаланӑ хыҫҫӑн, арҫын туйӗ хӑта килне пырать, хапха умне пырса тӑрсан, вӗсене хирӗҫ шалтан хӑта патӗнчи хӑнасем тухаҫҫӗ те шала кӗртмесӗр тӑраҫҫӗ. „Калас сӑмахӑрсене калӑр, унсӑрӑн кӳртместпӗр", — теҫҫӗ вӗсем мӑн кӗрӳ ҫине пӑхса, тата аллине сӑра курки тыттарса. Вара мӑн кӗрӳ хӑйӗн пысӑк такмакне калама тытӑнать.
Мӑн кӗрӳ хӑйӗн такмакне каласа пӗтерсен, алӑри куркине тав туса ӗҫсе парать те, туй ҫыннисем сӑвӑллӑн юрласа пӳрте кӗрсе каяҫҫӗ. Сӑввисем ҫаксем:

Ҫупкӑм кӑна ҫупкӑм, ай, ҫӗр ҫырли,
Ҫупкӑм кӑна ҫупкӑм ҫӗр ҫырли
Пирӗн ача татса ҫиесшӗн.
Ушкӑн кӑна ушкӑн, ай, сарӑ хӗр,
Ушкӑн кӑна ушкӑн сарӑ хӗр,
Пирӗн ача кӗрсе вылясшӑн.

Пирӗнех те лаша, ай, мӗн ыйтать,
Пирӗнех те лаша мӗн ыйтать?
Сӳпнеех те тулли сӗл(ӗ) ыйтать.
Сӳпнеех те тулли, ай, пулмасан,
Сӳпнеех те тулли пулмасан,
Тапайса сирпӗтсе ярӑп, тет.
Сӳпнеех те тулли, ай, пулсассӑн,
Сӳпнеех те тулли пулсассӑн,
Кукалесе ҫисе ярӑп, тет.

Пирӗнех те ача, ай, мӗн ыйтать,
Пирӗнех те ача мӗн ыйтать?
Ытамах та тулли хӗр ыйтать.
Ытамах та тулли, ай, пулмасан,
Ытамах та тулли пулмасан,
Ҫӗр чиккине прахса хӑварӑп, тет.
Ытамах та тулли, ай, пулсассӑн,
Ытамах та тулли пулсассӑн,
Ыталаса илсе кайӑп, тет.

Вӑй-килӗ уйӑрни. Пуҫ сырни

Ҫак юрӑсене юрланӑ хыҫҫӑн арҫын туй халӑхӗсем пӳрте кӗреҫҫӗ. Хӑти икӗ пӳртлӗ ҫын пулсан, хӑнисене пӗр пӳртне анчах вырнаҫтарать, пӗр пӳртлӗ ҫын пулсан, алӑк патнерех вырнаҫтарать. Вӗсем умне сӗтел-тенкелсем, сӑра-эрехсем, апат-ҫимӗҫсем лартса параҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтра хӗр туйӗ юлашки килте пулать. Кирлӗ таран юрласа ташланӑ хыҫҫӑн, вӗсем пӗр витре сӑра илеҫҫӗ те хӗрӗн ашшӗ патне вӑй-килӗ уйӑрма каяҫҫӗ. Хӗрҫумӗсем пӳрте кӗрсе юрласа-ташласа тухаҫҫӗ. Пӗркенчӗк айӗнчи хӗрӗ пӳрте кӗмест, алӑк умӗнче анчах тӑрать. Вӑй-килӗ уйӑрнӑ чух хӗр туйӗ, Якку кӗрӗве хурласа, арҫын туйӗ Анна кине хурласа юрӑсем юрлаҫҫӗ. Арҫын туйӗпе хӗр туйӗ ҫынӗсем пӗр-пӗрин патне хутлама тытӑнаҫҫӗ. Виҫӗ хут хутласан, хӗрӗн инкӗшӗ хӗр ҫинчен пӗркенчӗкне илет, тухъипе халатне те хывтарать, унтан пуҫне сурпан сырса хушпу тӑхӑнтартать. Ҫавна вара „пуҫ сырни" теҫҫӗ. Пуҫ сырса пӗтернӗ хыҫҫӑн, инкӗшӗ хӗре каллех халат тӑхӑнтартать те ҫине пӗркенчӗк витсе ярать. Унтан кӗрӳшӗ патне кайса, унӑнне те халатне хывтарать, ҫине хӗр хатӗрленӗ кӗпе тӑхӑнтартать, пуҫне тураса якатса, сарӑ ҫу сӗрсе хӑварать. Пурне те туса пӗтерсен, хӗр инкӗшӗ каллех хӗр туйӗ патне каять те вӗсене юлашки (виҫҫӗмӗш) хут арҫын туйӗ патне ертсе килет. Вӗсем килнӗ ҫӗре арҫын туй халӑхӗсем хирӗҫ тухса кӗтсе тӑраҫҫӗ. Икӗ туй пӗр-пӗринпе тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсем питӗ виртлешӳллӗ сӑмахсемпе пӗрне пӗри тӑрӑхласа юрлама тытӑнаҫҫӗ. Хӗрӗпеле каччи алӑка хирӗҫ юнашар тӑраҫҫӗ, вӑл вӑхӑтра ваттисем кӗрекере куркасем тытса лараҫҫӗ.
Вӑй-килӗ уйӑрнӑ чух хӗр туйӗсем юрлакан юрӑсен сӑввисем ҫакӑн пек:

Хура кӑна сысна, ай, хушка пуҫ,
Хура кӑна сысна хушка пуҫ,
Пирӗн Якку йысна та кукша пуҫ.

Хура кӑна кӗҫҫе те, ай, хуртланнӑ,
Хура кӑна кӗҫҫе те хуртланнӑ,
Пирӗн Якку йысна та пыйтланнӑ.

Пирӗн Шӑхасансен ачисен,
Пирӗн Шӑхасансен ачисен
Ялтӑртатса тӑрать те аттисем.

Йыснаҫӑм, йыснаҫӑм, ай, Якку пур,
Йыснаҫӑм, йыснаҫӑм Якку пур,
Йӑлтӑртатса тӑрать те манкисем,

Ҫакӑ Якку йыснан, ай, амӑшӗ,
Ҫакӑ Якку йыснан амӑшӗ
Пӗччен вырӑн сарса та выртайман.

Йыснаҫӑм, йыснаҫӑм, ай, Якку пур,
Йыснаҫӑм, йыснаҫӑм, Якку пур,
Вуникӗ те мӑшӑр пушӑтран
Пӗр-пӗр мӑшӑр ҫӑпата та тӑвайман.

Хӗр туйӗсем мӑшкӑласа юрланине хирӗҫ арҫын туйӗсем те, „Пирӗн Анна инке апларах та, Анна инке ҫапларах" тесе виртлесе юрламалли сӑмахсем тупаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра Анна аллине курка параҫҫӗ. Анна, куркине илсе, хӑйӗн пулас упӑшкине тав тӑвать те, ҫапла сӑвӑсем каласа, хӗр йӗрри йӗрме тытанать:
Якку, сана, тав сана,
Якку, сана, тав сана!
Турӑ ҫырчӗ пуль сана.

Кӑҫал каяс теменччӗ,
Кӑҫал каяс теменччӗ, — 
Эсӗ килсе аптратрӑн.

Якку, сана, тав сана,
Турӑ ҫырчӗ пуль сана.
Эс ҫын тусан, ҫын пулӑп,
Эс ҫын тумасан, ҫын пулмӑп.
Ху аллӑна илетӗн,—
Йытта кларса ан пӑрах.

Кун хыҫҫӑн хӗр Яккӑва сӑмахӑн (юрламасӑрах) тав тӑвать те ӗҫсе куркине парать. Унтан Яккӑва та ҫав куркаранах ӗҫтереҫҫӗ. Вара вӗсем иккӗшӗ ыталанаҫҫӗ те пӳрте кӗреҫҫӗ, ваттисем умне пуҫҫапма чӗркуҫленсе лараҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле туй халӑхӗсем те пӳрте кӗрсе чӗркуҫленсе лараҫҫӗ. Пуҫҫапса тӑрсан, мӗнпур туй ҫыннисем юрласа ташлама, ӗҫсе-ҫисе савӑнма тытӑнаҫҫӗ. Ҫӗр каҫса тепӗр кӑнтӑрлана ҫитичченех пырать юрӑ-ташӑпа ӗҫкӗ-ҫикӗ. Ашшӗ килӗнчен тухса кайма вӑхӑт ҫывхарма пуҫласан, хӗр хурлӑхлӑ сӑвӑсем тупса, хӗр йӗрри йӗрме пуҫлать. Сӑмахӗсем ҫакӑн пек:
Ах, аттеҫӗм, аттеҫӗм,
Ай-хай, ырӑ аттеҫӗм!
Ах, аннеҫӗм, аннеҫӗм,
Ай-хай, ырӑ аннеҫӗм!
Эпӗ сирӗн хушшӑрта
Ҫинҫе пӳме ӳстертӗм,
Чӑн-чӑн мӑкӑнь ҫеҫки пек,
Саркаланса ҫӳрерӗм.
Эпӗ хальхи вӑхӑтра
Ҫич ют килне каятӑп,
Мӗн курасса пӗлместӗп,—
Ҫавӑнпа эп йӗретӗп.
Ах, аттеҫӗм, аттеҫӗм!
Мана панӑ хулӑмпа
Шурӑ кӗлет илсе ларт,—
Шурӑ кӗлет илсе ларт,
Урлӑ-пирлӗ кашта хур,
Урлӑ-пирлӗ кашта хур.
Усрав шӑпчӑк илсе яр,
Усрав шӑпчӑк илсе яр.
Ир тӑрсан та авӑттӑр,
Каҫ выртсан та юрлатӑр, —
Манӑн сассӑм ҫав пулӗ,
Манӑн сассӑм ҫав пулӗ...

Хӗр ҫакна майлӑ хурлӑхлӑ сӑвӑсем татах та тупса юрлать.

Хӗре ӑсатни

Хӑтасем патӗнче ҫапла ӗҫсе-ҫисе юрласа ташланӑ хыҫҫӑн, туй халӑхӗсене ӑсатма хатӗрленме пуҫлаҫҫӗ. Ӑсату „пашшул пӑттинчен" пуҫланать. Туй ҫыннисем пӑтӑ ҫиеҫҫӗ те хуҫасене ӳксе пуҫҫапаҫҫӗ, унтан килӗсене саланма тытӑнаҫҫӗ. Урапасемпе килнисем маларах тухса каяҫҫӗ, юланутлисем, лашасем ҫине утланса, карташ варринче тӑраҫҫӗ. Хӑта килӗнчен тухса каяс умӗн мӑн кӗрӳ ҫак такмака калать:
— Ну, хӑтасем, тӑхлачӑсем!
Эпир сирӗн тивлетпе выляса-кулса туя ирттерсе пыратпӑр. Стариксемпе карчӑксем! Патак тытса утакансем! Ҫатантан тӗрӗнсе утакансем! Куҫран, хӑлхаран тайӑлнисем! Чӗтӗрекен пуҫлисем, ватти-вӗттисем, сывви-сывмаррисем, мӗнпур хӑтасем-тӑхлачӑсем! Пурте пирӗн хыҫран ҫӗнӗ хӑтана пырӑр! — тет.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн, туй халӑхӗсем хӑта килӗнчен тухса кайса, укӑлчара кӗтсе тӑраҫҫӗ (анчах ҫӗнӗ хӑтасене хӑнана пухса пыма пӗр ҫыннине унтах хӑвараҫҫӗ).
Арҫын туйӗ тухса кайнӑ хыҫҫӑн, хӗрӗн пиччӗшӗ е шӑлнӗ хӗре пӳртрен ҫӗклесе тухать те тарантас ҫине тӑратать. Хӗр ҫумӗсем мӗн чул вырнаҫнӑ таран пурте тарантас ҫине тӑрса тухаҫҫӗ, унтан арҫын туйӗ патне пырса чарӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсемпе пӗрле пӗр пысӑк витре сӑра илеҫҫӗ. Кусем пырса ҫитсенех, Якку юланут ҫинчен анать. Ӑна пӗр курка сӑра тултарса параҫҫӗ. Вӑл аллинчи куркине хӗре тав туса ӗҫтерет те, ку тарантас ҫинчен ҫӗклесе антарса, туй пуҫ тарантасӗ ҫине пырса лартать. Хӗр Якку ҫурӑмӗ ҫине ҫӗлесе ҫакса янӑ „ҫулӑк" текен ҫӳҫеллӗ тутӑра касса илет те хӑй ҫумне чикет. Вара арҫын туйне хӗр туй халӑхӗсем ҫӗлӗкӗсене сулласа пӗр-пӗринпе уйӑрӑлаҫҫӗ. Кӗрӳ хӑйсен ялне юланутпах каять.

Кӗрӳ килӗнче. Таянчӑк тыттарни. Йӑран тӑпӑлтарни

Акӑ туй кӗрӳ килне кӗрлеттерсе ҫитрӗ. Туй халӑхӗсем пур те кӗрӳ хапхи умне пырса чарӑнчӗҫ. Килтен пӗр ҫын чӗрӗ ҫӑмарта илсе тухса, Якку аллине тыттарчӗ. Якку ҫӑмартине хӗр пуҫӗ тӑрринче хӗвеле май виҫӗ хутчен ҫавӑрчӗ те хӗвелтухӑҫ еннелле ывӑтса ячӗ. Кун хыҫҫӑн туй халӑхӗсем карташне кӗреҫҫӗ. Якку витене каять те канса тӑнӑ лашине йӗвен тӑхӑнтартса, сылтӑм халат аркийӗпе ҫавӑтса тухать, хӗре тытма хушать. Хӗрӗ те йӗвен чӗлпӗрне сылтам халат аркипелех тытать. Ҫапла вӗсем витере тӑнӑ ут чӗлпӗрне виҫӗ хутчен ылмаштара-ылмаштара тытаҫҫӗ те, чӗлпӗрне лаша ҫурӑмӗ ҫине туса, утне лупас айнелле яраҫҫӗ. Ҫакӑн пӗк тунине „таянчӑк тыттарни" теҫҫӗ.
Унтан хӗр тарантас ҫине урине малалла тӑсса ларать. Ҫавӑнтах пӗр 10 — 12 ҫулхи хӗрача пырса, ларчӑк ҫине хыҫалалла пӑхса ларать те, хӗрӗн икӗ урине пӗрле тытса, виҫӗ хутчен кӑлт-кӑлт тутарса ҫӗклет. Куна „йӑран тӑпӑлтарни" теҫҫӗ. Вара Якку хӗре тав туса сӑра ӗҫтерсе, тарантас ҫинчен ҫӗклесе антарать. Ку вара хӗре ҫӗклесси юлашки пулать. Унтан хӗрпе каччӑ алӑк умне утса пыраҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрлех пур туй халӑхӗсем те алӑк умнех утса пырса тӑраҫҫӗ. Мӑн кӗрӳ, пӳрте кӗрсе, ваттисем енне ҫаврӑнса, ҫапла калать:
— Ну, ваттисем, ларӑр вырӑна курка тытса. Эпир сире валли кин илсе килтӗмӗр, —тет.
Ваттисем курка тытса кӗрекене лараҫҫӗ. Ҫав самантрах мӗн-пур туй халӑхӗсем, пӳрте кӗрсе, вӗсене пуҫҫапма лараҫҫӗ. Пуҫҫапнӑ чух юрӑсем те юрлаҫҫӗ. Вӗсем ак ҫаксем:

Хӗрӗхӗн карӑмӑр, ай, хӗр илме,
Хӗрӗхӗн карӑмӑр хӗр илме,
Хӗрӗх пӗрӗн пулса килтӗмӗр.

Памӑпӑр, памӑпӑр, ай, терӗҫ те,
Памӑпӑр, памӑпӑр, терӗҫ те,
Ҫапах та илсе килтӗмӗр.

Пиччеҫӗм, пиччеҫӗм, ай, Карачӑм,
Пиччеҫӗм, пиччеҫӗм Карачӑм,
Уруах та айне пукан хур.
Чавсуах та айне, ай, минтер хур,
Чавсуах та айне минтер хур.
Кунтан кинӳ мӗнле ӗҫленине
Икӗ хура куҫпа, ай, пӑхса лар,
Икӗ хура куҫпа пӑхса лар.
Кунтан кинӳ ӗҫле, ай, пӗлсессӗн,
Кунтан кинӳ ӗҫле пӗлсессӗн,
Ҫурӑмӗнчен тытса савса яр.
Кунтан кинӳ ӗҫле, ай, пӗлмесен,
Кунтан кинӳ ӗҫле пӗлмесен,
Купарчинчен пырса тапса яр.

Хӗр салми

Пуҫҫапса пӗтерсен, хӗрпе каччӑ, кӑмака умнелле кайса, туй халӑхне хирӗҫ пӑхса тӑраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра сӗтел ҫинче сӗтпе-ҫупа ҫӑрса пӗҫернӗ салмасем тата виҫӗ юплӗ йывӑҫ сенӗк пулать. Салмине „хӗр салми" теҫҫӗ.
Хӗрпе каччӑ тӗпел кукринче тӑнӑ вӑхӑтра вӗсем патне инкӗшӗ пырать те пуҫӗсем ҫине пысӑк кӗҫҫе витсе хурать. Пӗр шутникрех старике сӗтел хушшине кӗртсе лартаҫҫӗ. Унтан тепӗр ҫитӗннӗрех ачана сӗтел ҫинчи йывӑҫ сенӗке тытса ташлама хушаҫҫӗ. Ачи сенӗке тытса пӗрре ҫаврӑнать те старик умне пырса тӑрать. Старик ун аллинчи сенӗкӗн пӗр юппи ҫине пӗр салма тирсе парса, инкӗшне намӑс сӑмах калама вӗрентсе ярать. Анчах ачи ытлашши намӑс сӑмах каламасть. Вӑл инкӗшӗ умне пырса ҫапла ҫеҫ калать:
— Инке, салма ҫиетни? Инке, салма ҫиетни? Эс ҫийӗн те, эп памӑп; эс ҫийен те, эп памӑп,—тет.
Ҫав ачана виҫӗ хутчен ташлатса, сенӗк вӗҫӗсене виҫӗ салма тирсе параҫҫӗ. Кашни хутӗнчех сӗтел хушшинче ларакан шутник старик ӑна инкӗшне намӑс сӑмах калама вӗренте-вӗренте ярать, анчах ачи малтанхи сӑмахсене ҫеҫ калать. Юлашки хутӗнче ача кӗҫҫе айӗнчи инкӗшӗн пуҫӗ ҫинчи пӗркенчӗке карт! туртса илет те, пӳртри хӗрупраҫӗсене ҫапкаласа, пӳртрен хӑвӑрттӑн чупса тухса каять.
Салмасем тирнӗ сенӗкне вӑл ҫӑнӑх ырҫи ҫине лартать, хӗр пӗркенчӗкне те ҫавӑнтах хурса хӑварать. (Вӑл салмасене тепӗр-ик кунне чӑхсене тӗпретсе парса ҫитереҫҫӗ.) Вара икӗ ывӑҫ ҫӑнӑх илсе кӗрет те ҫынсем ҫине сапса ярать.

Хӗве хупни

Кун хыҫҫӑн каччӑпала хӗр ҫинчи кӗҫҫене илеҫҫӗ те, ҫӗнӗ ҫынна пӗр курка сӑра тыттарса, ҫынсене ӗҫтерме хушаҫҫӗ. Инкӗшӗ кӗлете тухса, ҫӗнӗ ҫынсем валли вырӑн сарса кӗрет. Каҫ пулсан, ҫӗнӗ ҫынсене сӗтел хушшине лартса апат ҫитереҫҫӗ те „хӗве хупма" кӗлете илсе тухаҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле ҫамрӑкраххисем пурте тенӗ пекех тухаҫҫӗ. Кӗлетре пӗрер витре сӑра тата ытти ӗҫме-ҫимесем те пулаҫҫӗ. Чи малтан Яккӑва сарса хунӑ вырӑн ҫине лартаҫҫӗ, Аннана ӑна салтӑнтарма хушаҫҫӗ. Анна Якку ҫинчи халатне хывса хурать, уринчи аттисене хывса илсе, пуҫ хирлӗ тытса силлет. Хӑрах атти кунчи ӑшӗнчен пӗр тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа тухса ӳкет. Анна ӑна хӑй ҫумне илсе чикет. Унтан Яккун кӗпи ҫинчи пиҫиххине салтса илет. Ҫакӑнпа вара кӗрӗве салтӑнтарасси пӗтрӗ те. Хӗве хупма пынӑ ҫынсем Аннапала Яккӑва: „Иккӗн выртса виҫҫӗн тӑрӑр", — тесе ыр сунса хӑвараҫҫӗ те кӗлетрен тухса каяҫҫӗ.
Анна хӑй ҫынсем тухса кайсан тин саланать.

Пӳлмек ҫини. Парне валеҫни

Тепӗр ирхине ҫӗнӗ ҫынсем ҫывӑрса тӑриччен Карачӑм икӗ ҫамрӑкрах ачана утсем утлантарать те, „пӳлмек ҫиме" тесе хӑвалама кӑларса ярать. („Пӳлмек" тесе кӗҫӗн кӗрӳ туйра килтен киле кӗрсе ҫӳренӗ чух хӑйӗн сӑран сумки ӑшне пухнӑ кулачӑсене, чӑкӑтсене, хур тукмаккисене калаҫҫӗ.) Ҫынсем пухӑнса ҫитсен, ҫав кулачсене вакласа, пыл сӗрсе параҫҫӗ. Чӑкӑтпала хур тукмаккисене те ҫаплах валеҫеҫҫӗ. Ку вӑхӑтра ҫӗнӗ ҫынсем тӑрса пӳрте кӗнӗ ӗнтӗ.
Пӳлмек ҫисе пӗтерсен, парнесем валеҫме тытӑнаҫҫӗ. Хӗр парнисене пӗр пысӑк чара ҫине хурса, пӳрте. илсе кӗртеҫҫӗ. Ваттисене курка тыттарса, кӗрекене кӗртсе лартаҫҫӗ. Хуҫан аслӑ кинӗ ҫав парнесене кашнин чӗрки ҫине хурса валеҫет. Кама мӗнле парне памаллине хӑех пӗлсе тӑрать вӑл: хӑшне кӗпе, хӑшне сурпан, хӑшне кӗпе пӳлӗх пир, хӑшне пӗчӗкҫӗ тутӑр. Парне илекенсем парнисемшӗн ҫӗнӗ ҫынна пурте укҫа параҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн парнисене тӑхӑнса (кӗпе илни — кӗпине тӑхӑнать, сурпан илни — сурпанне сырать, тутӑр илни — тутӑрне ҫыхать, т. ыт. те) ташлама пуҫлаҫҫӗ. Вӑл вӑхатра ҫӗнӗ ҫын салам парать, — ӑна инкӗшӗ пулӑшать саламне пама. Ҫӗнӗ ҫын, пӳртре хӑйӗнчен асли ташланӑ чух, кӑмака умнерех кайса чӗркуҫленсе ларать. Ҫакна „салам пани" теҫҫӗ.
Туй ӗҫӗ пӗтсе пырать. Туй пӗтнӗ ҫӗре ҫӗнӗ хӑтасем те килсе ҫитеҫҫӗ.

Ҫӗнӗ хӑта

Ҫӗнӗ хӑтана 10—12—13 урапа таранччен килеҫҫӗ. Вӗсем пурте Карачӑм карташне кӗреҫҫӗ. Унтан вара ҫӗнӗ хӑта кӗртес текенсем хӑйсем тӗллӗнех хӑнасен лашисене хӑйсен килӗсене илсе каяҫҫӗ. Тӗп хӑта лаши Карачӑм патнех юлать.
Ҫӗнӗ мӑшӑр ашшӗсен килӗнче ӗҫкелесе-ҫикеленӗ хыҫҫӑн, ҫӗнӗ хӑтасене кашни чӗннӗ килех илсе кӗртсе хӑна туса ҫӳретеҫҫӗ. Юлашкинчен кам мӗнле лаша илсе кайнӑ хӑй патне — ҫавӑн хуҫине расна хӑна туса килне ӑсатать. Киле каяс умӗн Утча Кӗркурийӗ хирӗҫ хӑна тӑвас шутпа хӑй патне ҫӗнӗрен хӑта пухса пыма ҫак ушкӑнтанах пӗр ҫынна хӑварать. Ку ҫын вара Карачӑм ратнисене, хӑйсем лерен епле килнӗ ҫав йӗркепех пухса, Шӑхасана илсе каять. Хӑналас йӗрке кунта та кӗрӳ ялӗнчи пекех.
Ҫакӑнпала вара чӑвашӑн туй йӗркийӗсем вӗҫленеҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Ҫӗрпӳелӗ, Патӑръел районӗ, 1938 ҫул.
Кашкӑр Микули ҫырса панӑ. (Институтӑн алҫыру фончӗ. К1—1938.)


 
Категорисем: Чӑваш туйӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-04-23 20:31:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8646 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем